Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Улатӑр хыпарӗ

Улатӑр хыпарӗ (вырӑсла Алатырские вести), — Улатӑр районӗн хаҫачӗ, вырӑсла тухать. Хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1917 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Знамя труда» (Ӗҫ ялавӗ) ятпа тухнӑ. Чӑваш Енре тухса тӑракан район хаҫачӗсенчен вӑл чи ваттисем шутне кӗрет.
Вӑрӑм кун-ҫулӗ хушшинче хаҫатӑн ячӗ нумай хутчен улшӑннӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра вӑл «Крестьянин и рабочий» (Хресченпе рабочий), «Путь революции» (Революци ҫулӗ), «Наша жизнь» (Пирӗн пурнӑҫ), «Трудовая газета» (Ӗҫ хаҫачӗ), «Ленинский путь» (Ленин ҫулӗ) ятсемпе тухнӑ. 1992 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вара хальхи ятпа тухать. Халӗ хаҫат 3 пинлӗ тиражпа тухать.

2005 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 23-мешӗнче хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Республикӑра тухса тӑракан ытти хаҫатсемпе журналсем ҫинчен


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-29 19:13:51 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6289 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем